СЦЕНАРИИ
ДРУГОЕ
ИНФОРМАЦИЯ
Сценарий чувашских праздников
Категория: Сценарии на Чувашском Языке
(анатри чăвашсен йăли-йĕрки тăрăх хатĕрленĕ)
Вылякансем:
Улька аппа – хăй пÿ,ртĕнче хĕр сăри ирттерме килĕшнĕ тăлăх карчăк
Тарье, Марье, Елюк, Иван – пĕр урамри тус-тантăшсем, Улька аппан кÿ,ршисем пулаççĕ.
Микулай – ятарласа хĕр сăри валли укçалла тытнă вăйăç.
Çтапанпа Варук - пĕрне-пĕри килĕштерекен сăпайлă мăшăр
Хĕрсем, каччăсем, ют ял хĕрĕсемпе каччисем, курма килнĕ ачасемпе ватçынсем
Ялти пÿрт ăшчикки. Сĕтел. Икĕ еннелле вăрăм саксем е пукансем лартса хунă. Алăкран кĕрсенех тумтир çакмалли вырăн. Сĕтел çинче пăтă, чăкăт, икерчĕ, çĕрулми, йÿ,çĕтнĕ купăста, кукăль тата сăра кăкшăмĕ. Улькка аппа пикенсех сĕтел-çи хатĕрлет, саксем çине пиртен тĕртсе тунă сак сармисем сарать. Алăкран шаккани илтĕнет.
- Шак! шак! шак!
Улька аппа: (алăк патнелле утса) Хĕрсем çитрĕç те –ши вара?
Хĕрсем: Улька аппа, эпир-ха ку, хĕрсем.
Улька аппа: (алăка уçать) Кĕрĕрех, иртĕр, салтăнăр. Питĕ хăвăрт тумланса килтĕр вара эсир.
Пÿрте Тарье, Марук, Елюк кĕрсе тăраççĕ. Вĕсем малтан Улька аппа патĕнче пăтă пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ пулнă. Ытти каччăсемпе хĕрсем Улька аппана хăй пÿ,ртĕнче хĕр сăри ирттерме ирĕк панăшăн вутă çурса купалама пулăшнă. Халĕ вĕсем пурте килĕсенчен капăр тумĕсене тăхăнса палăртнă вăхăта Улька аппа патне пуçтарăнаççĕ.
Тарье: Ара, эпир тумĕсене ик эрне каяллах хатĕрлесе хунă вĕт.
Хĕрсем хăвăрттарах салтăнса Улька аппана пулăшма тытăнаççĕ
Улька аппа: (Хĕрсен капăр тум-тирĕсем çине пăхса) Эх, эпир те хĕр чухне пĕр-пĕринчен капăртарах тумланма тăрăшаттăмăр, тухья, тевет, ум çаккисене темиçе эрне маларах хатĕрлеттĕмĕр. Ватăлтăм çав, вăхăт иртет.
Çак самантрах алăкран шаккаçĕ.
Хĕрсем пурте: Кĕрĕр, кĕрĕр!
Алăкран Иван, Микулай тата икĕ хĕр кĕрсе тăраççĕ. Микулай - укçалла тытнă вăйăç.
Марье: Атя иртĕр, салтăнăр. Хăнисене чĕнме тахçанах кайнă ĕнтĕ. Халь те çук. Урамра шавлани илтĕнместчĕ-и унта,
Иван: Камсене янă эсир вара чĕнме,
Елюк: çтапанпа Варука янă та-ха.
Иван: Эй, ку икĕ «кăвăкарчăна» янă пулсан, часах кĕтсе илесси çук-ха. Вĕсен пĕр-пĕрне ăшă сăмахсем каламалли пайтах нумай.
Каччă çак сăмахсене каласа кăна пĕтерет, алăкран Варукпа çтапан тата хăна хĕрĕсемпе каччисем кĕпĕрленсе кĕрсе тăраççĕ. Хуçасем вĕсене кăмăллăн кĕтсе илеççĕ.
Хĕрсем: Акă, çитрĕç те. Кĕрĕрех, иртĕр, салтăнăр.
Хуçа хĕрĕсем хăнасене салтăнма пулăшаççĕ.
Варук: Кĕтсе ывăнтăр та пуль пире, хĕрĕсем часах пуçтарăнманнипе нумайччен кĕтмелле пулчĕ.
Хĕрсем: Атьăр-ха, сĕтел хушшинерех иртĕр.Эпир пĕçернĕ апат-çимĕçе, эпир тунă сăрана «тутанса» пăхăр-ха.
Хăнасене сĕтел хушшине кĕртсе вырнаçтарнă хыççăн Улька аппа тур кĕтессине çурта çутать. Пĕр каччăпа пĕр хĕре сăра ĕçтерекенни тăваççĕ. Улька аппа сăмах пуçлать.
Улька аппа: Эй, ырă асатте-асаннемĕрсем, атте-аннемĕрсем, тăван пĕтенсем! Паян эпир хĕр сăри уявне пухăнтăмăр. Эсир те килĕр. Пил тăвăр. çырлахăр.
Çтапан Анук аппана алтăрпа сăра тыттарать. Анук аппа хĕрт-сурта асăнса сăрана ĕçсе ярать те пил сăмахĕ калать.
Улька аппа: Эй, турă, кăçал та пирĕн çамрăксем авалхи пекех йăлана пăрахмасăр хĕр сăри туса ирттерес терĕç. Эсĕ вĕсене сывлăх, чăтăмлăх, ырлăх, телей пар. Вĕсем ĕçлеме, савăнма, ваттисене хисеплеме вĕренччĕр. Килти хĕрт-сурт, паян çамрăксем уяв туса шăв-шав кÿ,нĕшĕн ан çилен, вĕсемпе пĕрле савăн. Кил-çурта вут-пушартан сыхла. çамрăксем хушшинче хаяр сăмахсем ан пулччăр, вăрçă-харçă ан тухтăр. Эсир, хĕр сăрине пуçтарăннă çамрăксем, пурте ырă кăмăллă пулăр, савăнса-кулса, юрласа-ташласа пĕр-пĕрне килĕштерĕр. Пурте ырă пулăр, пурте çителĕклĕ пултăр.
Çтапанпа Варук хĕр-сăрине курма пынă ватăсене (вĕсем алăк патăнче тăраççĕ) пурне те, сăра ĕçтерсе çÿ,реççĕ. Вĕсем те сăра куркине алла тытсан, пил сăмахĕ калаççĕ. Хĕрсепе каччăсем хĕр-сăри юрри пуçласа яраççĕ.
Хура вăрманĕсем, ай мĕн тĕрлĕ,
çулçисем çаврака, çав тĕрлĕ.
Шурă пулать улма чечекĕ.
Пирĕн тантăшĕсем, ай мĕн тĕрлĕ,
Пирĕн те пуласчĕ çав тĕрлĕ.
Шурă пулать улма чечекĕ.
Улма пек, улма пек саппунăм пур
çакмассерен умма çутатать,
çакмассерен умма çутатать.
Ай-хай тантăшĕсем хамăр тантăш
Курмассерен чуна йăпатать,
Курмассерен чуна йăпатать.
Утма уттарам-ши, чуптарам-ши,
Тăкăрлăкран тухса кайиччен,
Тăкăрлăкран тухса кайиччен.
Иван: (сиксе тăрса) Атьăр-ха, ташлар-ха! Ман ура тупань кĕçте пуçларĕ. Мукулай, тăсса яр купăсна!
Микулай ташă кĕвви кала пуçлать. Каччăсем хĕрсем такмак каласа ташлаççĕ.
Ула-ула хур ларать
Кикак тесе кăшкăрать.
Хĕр сăринчен юлакан
Ах, ах тесе кăшкăрать.
Ула ĕнен пăрушне
Уçăм çине ямаççĕ.
Тырă вырман хĕрсене
Хĕр сăрине ямаççĕ.
Чăн хĕр сăри çакă вăл
çавăртарать çил тăвăл,
Пултаракан ташлатăр,
Пăравус пек хашлатăр!
Кăрлач уйăх тулнă чух
Пăрланать тăр хĕр сăри.
Эпир сиксе тапнă чух
Савăнать-ши хĕр чĕри,
Ай-хай хавас хĕр сăри,
çÿллен-çулах пулмĕ-ши,
Халь те çÿллен-çÿлленех,
çÿллен иккĕ пулмĕ-ши?
Хĕр сăри курма пынă ватăсемпе ачасем юрласа ташланине, савăннине пăхса тăнă хыççăн пÿ,ртрен тухса каяççĕ. copyright - http://supernaturalserial.ru Улька аппа вĕсене ăсатса, пÿ,ртрен кăларса ярать те, хăй кÿ,ршĕ карчăкки патне каçса каять. Хĕрсемпе каччăсене хăйсене анчах хăварать.
Тарье: Хĕрсем, каччăсем! Атьăр вăйă вылятпăр!
Иван: Мĕнле вăйă вылятпăр?
Тарье: Ал тутри пăрахмалла выляр-ха. Иван, эсĕ ертÿ,çи пулатăн.
Тарье Ивана тĕрлесе илемлетнĕ, хĕррисене чĕнтĕрлесе çыхнă икĕ ал тутри парать. Хĕрсемпе каччăсем урай варрине карталанса тăрса тухаççĕ. Купăсçă кĕвĕ калать. Кĕвĕ çеммипе Иван «карта» тавра утса çаврăнать, пĕр хăна хĕрĕпе каччă хыçне ал тутрисене пăрахса хăварать. Кĕвĕ чарăнсан пурте хыçалалла çаврăнса пăхаççĕ. Кам хыçĕнче ал тутри выртать - илеççĕ те варрине тухаççĕ.
Иван: çак каччăпа хăна хĕрне мĕн тутаратпăр,
Тарье: Юрлаттаратпăр.
Каччăпа хĕр пĕр-пĕрин çине пăхса илеççĕ те, «Юрласа парар-ха эппин», - текелесе юрă пуçлаççĕ. («Акăш тытассăм килет») .
Акăш тытассăм килет, тĕкне татассăм килет,
Ял илемсĕр, шыв тутлă мар, киле каяссăм килет. (2 х.)
Утар-и те чупар-и ç(ă)пата кантри тат(ă)личчен,
Выляри те кулар-и çамрăк ĕмĕр иртиччен (2 х.)
И апла мар, капла мар, пирĕн ĕмĕр иккĕ мар,
Иртсе кайнă ĕмĕрĕшĕн кулянма та кирлĕ мар (2 х.)
Чăнах лайăх чĕн йĕвен лайăх лаша пуçĕнче,
Чăнах лайăх п(и)рĕн хăнасем çын хăнисем хушшинче (2 х.)
Çамрăксем юрлакансене мухтаса алă çупаççĕ.
Иван: Шăпчăксем пекех юрлатăр вара эсир.
Каччăпа çĕр кулкаласа хăйсен вырăнне кайса тăраççĕ. Иван Варукпа çтапан хыçне ал тутрисем пăрахса хăварать. çтапанпа Варук урай варрине тухаççĕ.
Иван: Çак чипер пикепе маттур каччăна мĕн тутартаратпăр?
Тарье: Пĕр-пĕрне çепĕç сăмахсем калаччăр апла. Кам ытларах калама пултарать.
Çтапан: Пикеçĕм, чунăмçăм, ылтăнăм, акăшăм, чĕкеçĕм, çутă çăлтăрăм, хĕвелĕм, кăвакарчăнăм, чиперукăм, телейĕм...
Варук: Урхамахăм, кĕмĕлĕм, кăйкăрăм, çутă уйăхăм, чунăмçăм, савниçĕм, ырă çыннăм, савăнăçăм...
Иван: Иксĕр те маттур! Чунăрти ăшă сăмахсене каласа кăтартрăр, халĕ ĕнтĕ евчĕ яма та юрать.
Пурте кулаççĕ. Хĕрпе каччă вăтанкаласа хăйсен вырăнне кайса тăраççĕ. Иван икĕ хĕр хыçне ал тутрисем пăрахса хăварать. Икĕ хĕр урай варрине тухса тăраççĕ.
Иван: Мĕн тутарттаратпăр-ха ку икĕ чиперккене?
Хĕрсем: Ташă ташлаччăр! Микулай, пуçла мĕнле те пулсан ташă кĕвви.
Микулай Аххаяс ташă кĕввине пуçласа ярать. Икĕ хĕр ташша пуçлаççĕ.
Аххаяс, махаяс, ман кама качча каяс,
Çĕньял ачи илмесен, ман аннене мĕн калас?
Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.
Качакисем картара, ун шухăшĕ пахчара.
Сар ачисем урамра, шухăшĕсем улахра
Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.
Йăкăш-йăкăш ташлама урай яка пулинччĕ.
Пуçа ухса ташлама çутă кĕмĕл пулинччĕ.
Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.
Пилĕк тытса ташлама çут пиçиххи пулинчĕ.
Шарт-шарт ал çупма Чĕмпĕр алси пулинччĕ.
Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.
Шурă шупăр аркине шур ярапа ятăмăр.
Савса чĕннĕ хăнине малтан йыхрав ятăмăр.
Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.
Кашта çинчи автанне авăтнине курасччĕ.
Кукаçипе кукамине ташланине курасччĕ.
Ай-юй, ахаяс, аххаяс та махаяс.
Машини иртсе пырать, тусанĕ вĕçсе юлать.
Вылямăттăм, кулмăттăм, ĕмĕрĕм иртсе пырать.
Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.
Хĕрсем ташланă вăхăтра Улька аппа кÿршĕрен каçать.
Хăна хĕрĕ: Çутăла та пуçларĕ. Киле каяс пулать. Тавах сире, пире тарават кĕтсе илнĕшĕн. Ыран каç хамăр пата хĕр сăрине чĕнме килетпĕр сире. Хатĕр пулăр.
Хуçа хĕрĕсемпе каччисем: Пырăпăр, сирĕн пата та çитĕпĕр. Киле каяс умĕн хĕрсем кил хуçине (Улька аппана) тав туса сăра ĕçтереççĕ
Тарье: Улькка аппа, тавах сире, пире хĕр сăри тума ирĕк панăшăн
Улька аппа: Хăвăра та тем пысăкăш тав. Мана вутă çурса пани тем пек пулăшу пулчĕ. Эсир пулмасан, мана тăлăха, ватăскере кам çурса паратччĕ-ха.
Иван: Улька аппа, эсĕ тепĕр чухне именсе ан тăр, мĕн ĕçлемелли пур – чĕн. Эпир пулăшма хатĕр. Тепĕр хут сире тем пысăкăш тав. Халь эпир вара каятпăр ĕнтĕ. Чипер юлăр.
Хăнасем киле кайма хатĕрленеççĕ. Пиншакĕсене тăхăннă вăхăтра улах юрри юрла пуçлаççĕ. çак юрăпах килтен юрласа тухса каяççĕ. Хуçасем хăнасене пĕрле юрласах ялтан ăсатса кăларса яраççĕ. Улька аппа вĕсене килтен кăларса ярать.
Улах юрри
Йăранĕ, йăранĕ шур купăста
Çулçине хуçмасăр пуç пулмĕ,
çулçине хуçмасăр пуç пулмĕ.
Хамăр танттăшĕсем, ай килнĕ чух
Юрласа памасан чыс пулмĕ,
Юрласа памасан чыс пулмĕ.
Шыв хĕрринче пилеш пиçет(ĕ) çке
çупкăм, çупкăм шыва ÿкет çке
çупкăм, çупкăм шыва ÿ,кет çке
çамрăк чух выляса, ай панисем
Ушкăн, ушкăн аса килет çке
Шухăшпала иртсе каять çке
Пăласара пиçет хăмла çырли
Тĕрлĕрен курăка явăнса,
Тĕрлĕрен курăка явăнса.
ЧАРШАВ
Отправить ссылку в Одноклассники, Вконтакте, Мои мир, Facebook
Нравится
СЦЕНАРИИ ПРАЗДНИКОВ
ТЕМАТИЧЕСКИЕ СЦЕНАРИИ
ДЕТСКО-ШКОЛЬНЫЕ СЦЕНАРИИ
СЦЕНАРИИ ВРЕМЕН ГОДА
СЦЕНАРИИ НА ЯЗЫКАХ
ОРИГИНАЛЬНЫЕ СЦЕНАРИИ
КОНКУРСЫ
ПОДАРКИ
СЧЕТЧИКИ